Çěнтерӳ чӳречи акци

    Аслă Çĕнтерỹ кунĕ ─ мăнаçлă уявсенчен пĕри. Вăл халăх чĕринче пĕр вăхăтрах савăнăçпа хумхану туйăмěсене çуратать.  Вăрçă хирĕнче мăнаçлăн кĕрешнĕ, юн тăкнă паттăрсен умĕнче эпир пурте пысăк парăмра.

   Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче çĕнтернĕ паттăрсене халалласа  ирттерекен «Вилĕмсĕр полк» акци те çулран çул вăй илсе пырать.  Кăçал, шел пулин те, усал  чир алхаснине пула, эпир хăнăхнă ырă йăлапа паттăрсен сăнӳкерчĕкĕсене урам тăрăх мăнаçлăн йăтса утаймăпăр.

   Хальхи вăхăтра Интернет уçлăхĕнче тěрлě акци иртет. Вěсенчен пěри «Çěнтерӳ чӳречи». Çак  асăннă акцие кашниех килтен дистанци мелěпе  хутшăнма  пултарать.  

   Аслă Елчĕкри  Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулти вулавăш та çапăçу хирĕсенче пуçěсене хунă е унтан таврăнсан пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлнă фронтовиксен ячĕсене асрах  тытать. Çак акцие Любовь Адюкова та хутшăнса вулавăшри чӳречесене Çěнтерӳ паллисемпе капăрлатрě. Пуçарнă акцие малалла  1-мěш класра вěренекенсем тата вěсен ашшě-амăшě тăсрěç.