Апрелӗн 29-мӗшӗ - Чӑваш патшалӑх символӗсен кунӗ.

   2004 çултанпа ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен  кунне паллă тăватпăр. Пирĕн Чăваш енĕн  вара уйрăм  паллă тăвакан тата тăватă уяв пур: Республика кунĕ, Чăваш чĕлхи кунĕ, Чăваш пичет кунĕ тата Патшалăх символĕсен кунĕ.

   Чăваш Республикин символĕсене 1992 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Ялава пĕрремĕш хут 1992 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче çĕкленĕ. Пирĕн ялав республикăра пурăнакан халăхсен туслă пĕрлĕхне палăртать.

   Ҫак уява тӗпе хурса, Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  вăтам шкулти 9-мĕш класра вĕренекен Егор Мешковпа унӑн вӗрентекенӗ Л.Г.Адюкова «Чӑваш Патшалăх символĕсен кунӗ» темӑпа калаҫу йӗркелерӗҫ. Калаҫӑва вӗрентекен Патшалăх гимнĕпе пуçларĕ.  Егор,  Тăван çĕр – шывӑн гимне Чӑваш Наци радиовӗпе те тӑтӑшах итлет пулсан та хальхинче те вӑл ҫак юрра ҫÿҫенсех итлерӗ. Гимн республика паллӑ тӑвакан халӑх уявӗсенче, чаплӑ пухусене уҫнӑ чухне, Патшалӑх ялавне ҫӗкленӗ вӑхӑтра, сумлӑ хӑнасене кӗтсе илнӗ чухне те яланах мӑнаҫлӑн янӑрать.

    Чăваш Республикин ялавĕпе гербĕ тата ун çинчи «пурнăç йывăççин» пĕлтерĕшне видеофильмпа ÿҫӑмлатса курнӑран ҫак калаҫу урокӗ Егор кӑмӑлне тивӗҫтерчех. Урока пӗтӗмлетнӗ май Любовь Адюкова тăван Патшалăх символĕсене хисеплесси – кашни çын тивĕçĕ пулнине çирĕплетсе  хăварчĕ.