Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе,

Эс чи пахи, эс - чун уççи.

Тăван чĕлхе – ĕмĕрлĕхе,

Пин чĕлхерен чи çепĕççи…

 

Тăван чĕлхемĕрçĕм… Ку сăмахсене кирек кам та хăйĕн пĕтĕм юратăвне, чĕрери туйăмне пĕрле пуçтарса калать. Шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн: мĕнле тарăн пĕлтерĕшлĕ çак икĕ сăмах! Мĕн тери илемлĕ те хăватлă, мăнаçлăн янăрать пирĕн тăван чĕлхе. Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Г.Н. Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта дистанци мелĕпе чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ. Эрне тăрăшшĕнче тĕрлĕ ĕçсем тума палăртнă. Ĕçсене тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем валли хатĕрленĕ.Кашни вĕренекен хăйĕн пултарулăхне кăтартма пултарать.

Эрнен пĕрремĕш кунĕнче эпир сăвă вулакансен конкурсĕнчен пуçлăпăр. Аслă Аттелĕх вăрçи 75 çул тултарнине халалласа вăрçă темипе çырнă хайлавсем тăрăх ÿкерчĕксем ÿкерĕç. Телейлĕ ачалăха халалласа сăвăсем çырĕç. Аслă ÿсĕмри ачасем Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа «Чăваш Республики - çĕр пин сăмах çĕр-шывĕ» темăпа сочиненисем çырĕç.

Чăваш чĕлхи эрни пуриншĕн те усăллă иртессе шанас килет. Пурне те ăнăçу!