Мӗн авалтан чӑваш халӑхӗ ӑна çав тери тӗплӗн хатӗрленсе кӗтсе илнӗ. Сĕтел хатĕрленĕ, пӳрте ҫуса тасатнӑ, кил картинче тата урамра пуçтарнӑ. Мӑн кун умĕн мунча хутнӑ. Ирхине таса та ҫĕнӗ тумтир тӑхӑннӑ, ача-пăча ирех вăранса хĕвел тухнине сăнанă.
Ир-ирех ача–пăча килсерен Христос чĕрĕлнине пĕлтерсе çуренĕ. Вӗсене аслисем кӗтсе илнӗ, пылак ҫимӗҫпе, йӑвачапа тата хӗретнӗ ҫӑмартапа сăйланă.
Шел пулин те, усал чир алхаснине кура, кăçал ачасем ял тăрăх çăмарта пуçтарма тухаймĕç. Çапах вĕсем çак уява яланхи пекех çăмарта хĕретсе çемьепе пĕрле кĕтсе илĕç. Çак ырă йăла манăçа ан тухтăр тесе, Любовь Адюкова вулавăшăн хастар тусĕсемпе хăйсем еплерех аслă уява хатĕрленни пирки флешмоб йĕркелерĕç. Ачасем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те çак флешмоба хаваспах хутшăнчĕç.