Шкул ачисем каникул хыççăн çĕнĕлле вĕренме тытăнчĕç. Вĕсем яланхилле партăсем хушшинче мар, компьютер умне ларса çĕнĕ вĕренӳ чĕрĕкне пуçларĕç. Ытти шкулсенчи пекех Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулти классенче те коридорта та шăплăх хуçаланать. Шкул ачисем дистанци мелĕпе вĕреннине кура çак шкулти вĕрентекенсем Интернет уçлăхĕнчи тĕрлĕ платформăпа усă кураççĕ. Тĕслĕхрен: "Электронлă шкул", «ЯКласс», «Zoom» тата ытти те.
Федерацин патшалăх вĕренӳ стандарчĕпе килĕшӳллĕн ачасен хутшăну компетенцине килте вĕреннĕ хушăра та аталантармалла. «Zoom» платформа вара ушкăнпа ĕçлеме питĕ меллĕ. Кунта ачасемпе чĕрĕ çыхăнуллă калаçу тума пулать.
Çак çĕнĕ мелпе асăннă шкулти 8-мĕш класра вĕренекенсен паян черетлĕ тăван литература урокĕ иртрĕ. Паллах, кун йышши урок ирттерме «Пĕлӳ арчи» питĕ пуян пулмалла. Кашни урок вара йĕрке тăрăх 30 минут хушши пырть.
«Zoom» хушăм урлă Любовь Адюкова вĕрентекен килте ларакан ачасемпе çыхăнăва тухса вĕсене çĕнĕ пĕлӳпе пуянлатрĕ. Вĕрентекен яланхиллех презентацисемпе те, экран çинчи доскапа та усă курма пултарнăран, ачасем хавхаланăвĕ çӳллĕ шайра пулнине урок вĕçĕнчи смайликсем çирĕплетрĕç. Çакăн йышши хăнăхăва, палах, алла илме тӳрех çăмăлах мар. Çакна шута илсе Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн этнокультура вĕренĕвĕн кафедри кашни кунах онлайн занятисем ирттерет.