Чир ересрен сыхланас тесе çынсен харпăр хай сывлăхешěн тăрăшмалла, йышăннă мерăсене пăхăнмалла

  

 

       Китайран тухнă коронавирус халь тин Китайăн кăна мар ěнтě. Çěр чăмăрě çинчи чи çивěч ыйтусенчен пěри пулса тăчě вăл. Пěр çěршывран теприне хăвăрт сарăлать çěнě вирус.

    Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě вăтам шкулта та вируса тытса чарас тата малалла сарăлма парас мар тесе, ятарлă сěнусене тěпе хурса, вěренӳ пӳлемěсенче, вулавăшра дизинфекци ěçěсене тăтăшах туса тăратпăр. «Чир ересрен сыхланас тесе çынсен харпăр хай сывлăхешěн тăрăшмалла, йышăннă мерăсене пăхăнмалла»,тесе асăрхаттарать кулленех шкул пуçлăхě Н.А.Волков.