Мӗнле хитре чӑваш тӗрри,
Ун курӑнмасть вӗҫӗ-хӗрри.
Унта асамлӑ ҫӑлкуҫсем,
Илемлӗ ҫутӑ ҫӑлтӑрсем.
Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулти вулавăшра Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалланă «Чěлхесен тӗнчинче» калаçу иртрӗ.
Çак уява ЮНЕСКО пуҫарӑвӗпе тӗнчере 2000 ҫултан пуҫласа нарӑсӑн 21-мӗшӗнччен палӑртаҫҫӗ.
Тӑван халӑха ҫутта кӑлараканӗ И.Я.Яковлев пирӗн ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ пур тенӗ. Ӑҫтан тупӑннӑ-ши несӗлсен ҫавӑн чухлӗ пуянлӑх? Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку халӑх хӑйӗн йӑли-йěркине ҫирӗппӗн пӑхӑнса упранинчен килнӗ.
Чӑваш халӑх искусстви пуян та нумай енлӗ. Унӑн тӗп тӗслӗхӗнчен пӗри – тӗрӗ эрешӗ. Наци тěрри – халăх искусствин чи анлă сарăлнă тěсěсенчен пěри. Унра чăвашăн мěн пур ырă йăли пěтěçсе тăрать.Чăваш тěрри – халăх пуянлăхě, мăнаçлахě. Тӗрӗсенче чӑваш халӑхӗн чунӗ упранать. Унта хӗвел ӑшшийӗпе шевлийӗ, анлӑ Атӑл хумӗсенчи мӑнаҫлӑх, сар тулӑ пучахӗсен асамлӑхӗ. Ĕмěрсем иртеççě пулин те çак асамлăх хăйěн илемне çухатмасть, ытти халăх çыннисене те тěлěнтерме пăрахмасть. Эрешěн хакне тата унăн аваллăхěпе çыхăнса тăракан варттăнлăхěсем çинчен, вулавăш ертӳçи Любовь Германовна Адюкова ачасене тěплěн каласа ăнлантарчě. Чӑваш тӗррин илемӗ кирек камăн чунне те канӑҫтарма пултарать, куҫа илӗртет.