Уроксем хыççăнхи хаваслă вăхăт

      

          

        Акă ěнтě иккěмěш чěрěк те хыçа юлчě. Малалла вěренекенсемшěн çанă тавăрса вěренмелли тапхăр пуçланчě. Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě вăтам шкулти вулавăш та яланхиллех ачасен янăравлă сассипе тулса ларчě. Шашка тата шахмат выляма юратакансем çěнě шахмат хăми çинче пěр-пěринпе ăмăртмаллах выляççě. Хаçат-журнал вулама кăмăллакансем  çěнě номерсемпе паллашаççě.

       Петр Леонидович  Петрянкин  кулленех  шкул ачисен пурнăçěпе  кăсăкланать. Çавăнпа та ачасен тавракурăмě ытларах анлăлатăр, ăс-тăннě те çивěчлентěр тесе тивěçлě канура пулнине пăхмасăрах кулленех шкула сукмак хывать.  Петр Леонидович килессе çамрăк шахматистсем чăтăмсăр кěтеççě. Уроксем хыççăнхи  вăхăт  усăллă та хаваслă иртни çамрăк шахматистен кăмăл-туйăмěнче палăрать.