Ҫеҫпӗл Мишши – ӗмӗтре пурӑнакан кăвар чěреллě сӑвӑҫ

    

 

    Кăçал чăвашсен паллă поэчě  Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 120 ҫул çитрě. Ăна халалланă ěçсем  çулталăкěпех пыраççě.

       Паллă та пултаруллă поэтăмăр чăтăмлăхě çинчен чăнласах та пěлмелли те калаçмалли те питě нумай. Çакна шута илсе Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулти 8-мěш класра вěренекенсемпе вулавăшра виртуаллă урок йěркелерěмěр. Сăвăç пултарулăхě çинчен хайланă кěнекесем, хаçат-журналти материалсем шкулти вулавăшра чылай. Вěсем çӳлěксем çинче типтерлěн упранаççě.

      Аллӑ ҫул каялла Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен ӳкернӗ «Çеçпěл» фильма курман çын та çук та пулě. Паянхи çамрăксен чěрине те хумхантарать çак сăнар. Иосиф Дмитриев пурнӑҫланӑ сӑнарта вӑл ҫав тери харсӑр революционер, тӑван халӑха нишлӗхрен кӑларас ӗмӗтпе пурӑннӑ ҫын. Чӑвашсен паллӑ поэчӗн ҫырӑвӗсене тӗпчесе, вӗсене поэт сӑввисемпе танлаштарса Валентина Поливцева сценаристпа Виталий Баев режиссер 2019 çулта  ҫӗнӗ фильм ӳкернӗ. Шел пулин те халлěхе ку фильма кинотеатрсенче анчах курма пулать.
    Шкул программипе килěшуллěн 8-мěш класри тăван литература вěренӳпе вулав кěнекинчи 
XX ěмěр пуçламăшěнчи чăваш литератури пая вěреннě чух, Çеçпěле чӑваш сӑввине пуҫарса яракан вут-кӑвар чӗреллӗ поэт пек пăхса тухатпăр. Ӑна асӑнса хулари урамсене, кинотеатра, юрӑ ушкӑнěсене те ят панӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл чӑваш историйӗнчи калама ҫук трагедиллӗ генийӗ те. Юхма Мишшин «Ултавпа чăннлăх» романěнче, революцилле саманара пурăннă Ҫеҫпӗл Мишши поэт çинчен  çапла çырса хăварни те пур: «Эпӗ ӗмӗтпе пурӑнакан ҫын, айван сӑвӑҫӑ çеç», тенӗ вăл. Поэтăмăр çинчен ěлěкрех мěншěн элеклě, ултавлă сăмахсем пулнине, чăнлăх çěнтернине ěненмелле çырса кăтартнă çак романта.    

   Вут-кӑвар чӗреллӗ поэтăмăр темěнле йывăрлăхра та чи малтанах хăйшěн мар, çыншăн тăрашнине унăн сăввисенче тепěр хут вуласа ěненме пултартăмăр. Ҫеҫпӗл асаплӑхӗпе терчӗ пирки унăн ҫырӑвӗсемпе дневникӗсенче, проза хайлавӗсенче те нумай вуласа паллашма пулать.
     Хěрӳ те патвар, ытла та таса чунлă революционер, пултаруллă та ăста сăвăç, чăваш халăхне хайне евěрлě чунтан-чěререн юратакан патриот çинчен иртнě вулавăшри урок ачасен асěнче нумайлăха асра юласса шанас килет.