Çěнě тапхăрта çěнě талпăну пулмаллах. Хастарлăха пирěн, чăваш литературине вěрентекенěсен, хамăрăнах кăтартмалла – ку енěпе чăваша аякран килсе никам та пулăшаймě.
Раççей Федерацийěнчи шкулсем халě класс хыççăн класс çěнě стандарсемпе çěнě программăсем çине куçса пыраççě. Чăваш сăмахлăхне шкулта вěрентмелли çěнě виçесемпе хатěрлесе Чăваш кěнеке издательстви 7-мěш тата 8-мěш классем валли çěнě «Тăван литература» кěнекесем пичтленсе кăларчě.
Çěнě кăларăмра уйрăм çыравçăсемпе хайлавсене ылмаштарни те пур. Патшалăх стандарчěпе килěшӳллěн парăнми вěренме сěннě классик-çыравçăсемпе вěсен чи паха хайлавěсене улăштарма юрамасть. Вěсем малалла вěренме каяс текенсене кирлě пулаççě.
8-мěш класăн вěренӳ кěнекине алла илнě май, кунта тăван халăх литературин пин-пин çулě куçа курăнать. «Авалхи çырулăх палăкěсем» пайра вутпа çулăм витěр упранса тухнă тěслěхсем те пур.
XXI ěмěр пуçламăшěнчи чăваш литератури пайне хамăр ентешěн Елен Нарпин «Çӳпçе тěпěнчи çылăх» калавне кěртнě. Ку калав вара йăнăш утăм мěн патне илсе çитерме пултарнине сулмаклăн кăтартса парать.
Кашни хайлава вуланă хыççăн «Пěлěве тěрěслетпěр», «Сăнарлă сăмаха туйма вěренетпěр», «Илемлě пуплев ăсталăхне аталантаратпăр», «Литература теорийěпе паллашатпăр» тата ытти паллăсемпе тěрлě ыйтусем сěннě. Пултаруллăх ěçěсем те чылай.
Тăван сăмахлăха ăнланса, юратса вěренни нихăçан та никама та сиен тумě, танлаштарса шухăшлама хăнăхни вара малашнехи пурнăçра пулăшса тěрěс çул кăтартса анчах пырě.