Кěнеке паха тупра, эс ăна ялан упра!

 

Кěнекесем халăха

пысăк усă кӳреççě:

вěсен тăрăх тěнчере

пуртте çутта тухаççě.

 

       Кěнеке пулăшнипе эпир вулама, çырма вěренетпěр. Кěнекене уçатăн та ěмěрсен тěнчине лěкетěн, темиçе çěр çул каялла пурăннă çынсен пурнăçне, шухăш-кăмăлне, ěçне-хěлне пěлетěн. Кěнекене вуланă чух ху сисмесěрех унти геройсемпе пěрле пурăнма  тытăнатăн. Унсăр пуçне кěнеке чěр чунсен, ӳсен-тăрансен пурнăçěпе  паллаштарать. Çапла вара кам нумай вулать, çав нумай пěлекен пулать.

     Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě вăтам шкулти ачасем кěнекепе питě туслă. Хăйсем  вулавăшран илсе вуланă кěнекесене юлташěсене те вулама сěнеççě. Унти сăнарсем çинчен те вулавăшрах пěр-пěринпе канашлаççě. Кěнеке алран-алла куçнине пула çурăлса та сăн-сăпачěпе вараланса пěтет. Кун йышши кěнекесене вулавăша çӳрекен ачасемпе кашни уйăхрах йěркене кěртетпěр. Çӳлěксем çинчи кěнекесене те ачасем хайсемех тирпейлесе тăраççě. Тирпей-илеме курса ӳсекен ача, ырă пуласса шанас килет.

Эсě мана упрасам,

эпě саншăн тăрăшам.

Йăлт вěрентем, йăлт калам,

ăнлантарам, пулăшам:

вулас тесен вулама,

шутлас тесен шутлама,

юрлас тесен юрлама,

ташлас тесен ташлама.