Анне…Аннеçěм…Мěнле çепěç илтěнеççě-ха çак сăмахсем. Мěн тери çывăх, ырă вěсем. Çěр çинче пурăнакан кашни ача хăйěн амăшне: «Манăн анне чи хитри, чи вăйли»,– тесе калать.
Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулти вулавăшра Аннесен кунне халалласа «Пуç таятăп, аннеçěм, сана» темăпа калаçу иртрě. Ачасен калаçăвěнче вара ытларах çак сăмахсем палăрчěç: «Нихăçан та пěр сивě сăмахпа та, киревсěр ěçпе те кӳрентерес марччě юратнă аннене. Миçе çěр куç хупмасăр пирěншěн кулянман-ши анне? Пěчěк чух та, ӳссе килтен тухса кайсан та, анне пирěн пурнăçпах пурăнать…»
Анне сăнарě литературăра та паллă вырăн йышăнать. Кашни çыравçăн пултарулăхěнче амăшне халалланă сăвă ярăмěсем пур. Вулавăшра пулнă май, саккăрмěш класра вěренекенсем хăйсене килěшекен çыравçăсен сăввисене илемлěн вулама пултарчěç. Тěнчери пур чěлхепе те анне сăмах ачаш кěвě евěр янăраса тăни, чуна тыткăнлама пултарни палăрчě ачасен куçěсенче.