Вулавăшăн парăнми тусěсем

      

     Аслă  Елчěкри  Г.Н.Волков ячěллě вăтам шкулти вулавăшра кашни тăхтаврах ача-пăча хěвěшет. Пěрисем  кулленех вулавăша килсе тăракан хаçат-журналпа паллашаççě, теприсем шашка-шахмат вăййине выляса килеççě.  Вулакансемшěн  шкул вулавăшě кашни çулах тěрлě хаçат-журнал çырăнни питě паха. Вěсем кунта тěрлě хыпарпа паллашма пултараççě, пěр пěринпе мěн çинчен вуланипе  те канашлама пултараççě. Паянхи кун вулавăшра «Елчěк ен», «Çамрăксен хаçачě», «Тантăш», «Самант», «Тетте» хаçат-журналпа паллашма пулать. Ачасем  хаçат-журналпа туслă пулнине кура çитес çул валли  те шкул вулавăшě çак экземплярсенех çырăннă.                                        

           Тепěр ушкăнě тăхтав  вăхăтне усăллă та хаваслă ирттерес  тěлěшпе  шашка –шахмат  хăми  умěнчен самантлăха та пăрăнмасть.  Çак вăйă  ачасен ӑс-тӑнне, шухӑшлавне аталанма пулӑшать. Çавăнпах пулě  кашни  выляканăн  хайěн вырăнě те пур кунта.  Шахматла  вылякансен пурнӑҫ  тӑршшӗ вӑтамран ахаль ҫынсенчен вӑрӑмрах, вӗсем ҫичӗ-сакӑр ҫул ытларах пурӑнаҫҫӗ. Кун пирки ӑсчахсем нумай пулмасть PLoS One журналти статьяра пичетлесе пӗлтернěччě. Шахмата  программӑна кӗртнӗ шкулсенче  ачасем унчченхинчен 40 процент лайӑхрах вӗренме тытӑннине  те ӗнентереҫҫӗ ăсчахсем.

      Умра каникул кунěсем  пулнине кура  ачасем  çак  кунсенче те хăйсен юратнă вăййисенчен уйрăлашăн мар пулнине  пěлтерчěç.