Çăкăр вăл çěр тěрекě

                                                                                 

Эс упра çăкăра,

Сума су эс ăна.

Пысăка ан хурсам

Нихăçан эс хăвна

Çăкăрта пуласси.

Асра тытăр кашни:

Çакăра упрани

Çěршыва сыхлани.

 

      Çăкăр вăл– пирěн пурнăç, халăх пуянлăхě. Çăкăр авалтанах халăхра пысăк хисепре пулнă. «Умăнтан çăкăр ан татăлтăр»,– тенě çынсем пěр пěрне ыр сунса. Паянхи кун та пысăк хăнасене çакăр тăварпа кěтсе илеççě. Сěтел çине те ытти апат-çимěçе лартиччен чи малтан çăкăрпа тăвар лартаççě. Пепке çут тěнчене килсен ун ячěпе çакăр пуçла ас тивеççě. Инçе çула тухать –и, салтака каять –и, çемье çавăрать-и – пур чухне те ашшě-амашě хăйěн тěпренчěкне пуçламан çăкарпа пиллет, ыррине сунать. Тупа тунă чухне те çынсем çăкар çыртса тупа тăваççě.

     Çăкăр вăл çěр тěрекě. Çавăнпа та çăкăрăн та хăйěн ятарлă уявламалли  кун пур. Паян юпа уйăхěн 16-мěшěнче çăкăр кунне паллă тăваççě. Çăкăр пирěн сěтел çине лекиччен мěн чухлě алă витěр тухнине тата çăкăр еплерех хисеплě пулни çинчен калаçу иртрě Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулти вулавăшра.   

   Калаçăва пěтěмлетнě май вулавăш ертӳçи Любовь Адюкова çакна палăртрě: «Кашни çакăр чěлли– хěвел шевли. Тыр-пул çитěнтерсе мěн пур халăха тăрантаракан çын вăл – чăннипех Улап паттăр, тěнчери чи хисеплě çын»,– пулнине асра тытма  сěнсе хăварччě.