Кашни ҫыншӑнах хӑйӗн тӑван чӗлхи хаклӑран та хаклӑ пуянлӑх. Чӑваш чӗлхи – пирӗн халӑх кун-ҫулне палӑртакан наци ӑс-хакӑлӗн паха еткерӗ.
И.Я. Яковлев ҫутта кӑлараканӑмӑр хамӑрӑн чӗлхене сыхласа, упраса, пуянлатаса тата унӑн халӑх хушшинчи чыс-сумне ӳстерме сěнсе хăварнă.
Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě пěтěмěшле пěлу паракан вăтам шкулти вулавăшра вěренекенсемпе тӑван чӗлхене сыхласа упрас тӗлӗшпе «Чěлхе пирěн пуянлăх, малашлăх» темапа калаçу иртрě. Ӗмӗртен пӗр ҫӗр ҫинче туслӑн та килӗштерсе пурӑнсан çеç, пӗр-пӗрин чӗлхипе культурин ырӑ витӗмне ӑша хывсан, эпир нумай нациллӗ пӗр пӗтӗм халӑх пулса тӑратпӑр.
Чěлхе пирěн пуянлăх, малашлăх. Çак илемлě те пархатарлă кун Чăваш наци радиовě те 2009 çулхи ака уйăхěн 25-мěшěнче И.Я.Яковлев çуралнă кун, унăн палăкě умěнче митингра 105.0 FM хумсем çинче пуçласа янранăранпа 10 çул çитрě. Чăваш Наци радиовě – чěлхе управçи. Чăваш наци радиовě те пирěншěн чăн-чăн юлташ пулса тăчě.