Cалтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем —
Иртнĕ вăрçăн ĕмĕрхи хыпарçисем.
Савăнтарнă та пире,
Хурлантарнă та пире
Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем.
Нимĕç фашисчĕсен хаяр серепинчен хăтăлса ирĕклĕ пурнăçа çĕнсе илнĕренпе кăçал 74 çул çитет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 30 миллиона яхăн Совет салтакĕ пуçне хунă. Чăваш Енрен 208 пин ытла çын фронта тухса кайнă. Çурри ытла тăван киле таврăнайман. Паттăрсене чысласа Çĕнтерӳ кунне кашни çулах питě анлăн паллă тăваççě.
Аслă Çěнтерěве халалласа Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě вăтам шкулта вулавăш ертӳçи Любовь Адюкова пуçарнипе сарăхса кайнă çырусене тишкерме пуçланă. Чăн та, çур ěмěр ытла упраннă çырусене вулама питě кăсăклă. Кашни çырăва вуланăçемěн хаклă мăшăрăр, юратнă ачасем мěн тери çывăх та хаклă пулнине туйса пыратăн. Темиçе çулăм витĕр тухнă, куççульпе йĕпеннě çырусем паянхи кун та упранни, темле паха тупраран та хаклăрах.