Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Г.Н.Волков ячӗллӗ Аслӑ Елчӗкри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта «Кам нумайрах пěлет?» викторина пулчě. Конкурсра тăван чěлхепе тата литературăпа ҫыхăннă ыйтусем пулчěҫ. Ачасем хаваспах ыйтусен тупсăмěсене тупса хуравларěҫ. Конкурс 5-6-мěш классем хушшинче пулса иртрě. Чи тавҫăруллисем вара Матвеева Александра, Мартынова Дария, Филимонов Дмитрий пулчěҫ. Ҫакăн пек конкурссем вěренекенсен тавра-курăмне ӳстерет, пěлес туртăма ҫěклет тата ăс-хакăла пуянлатать.