Тăван чĕлхе пурри – телей. Çав илемлĕ те çепĕç чĕлхепе кулленех ачасене калаçтарни, ăна хисеплеме, упрама вĕрентни пысăк сăвап. Çак шухăша тĕпе хурса ĕçлетпĕр эпир хамăрăн шкул ÿсĕмне çитмен «Хурăн» ача садĕнче.
Нарăсăн 18-мĕшĕнче, ялти вулавăшра, аслă ушкăнри ачасемпе литература конкурсне ирттертĕмĕр.Чăн малтанах вулавăш ертÿçи, Марина Валерьевна, ачасене Иван Яковлевич Яковлев çинчен тӗплĕн каласа пачĕ. И.Я.Яковлевăн пĕрремĕш «Букварь» ятлă вĕрентÿ кĕнекипе паллаштарчĕ. Çакăнта тата ытти чăваш çыравçисем çинчен те нумай пĕлтĕмĕр.
Конкурсра ачасем хăйсем пĕлекен чăваш сăввисене каласа пачĕç, халăх юмахĕсене аса илчĕç. Вырăсларан чăвашла сăмахсене куçарса ăмăртрĕç.
Конкурс вĕçĕнче ачасем «Тăван чĕлхе – пĕлÿ çăлкуçĕ» кĕнеке выставкипе паллашрĕç. Çак литература конкурсăн тĕп тĕллевĕ: чăваш ачасене тăван литературăпа халăх сăмахлăхĕн пуянлăхĕпе, тата культурипе паллаштарасси.