Аслă Елчĕкри вăтам шкул ҫумĕнчи «Хурăн» ача садěнче тăван чĕлхе эрни пуҫланчě. Кěҫěн ушкăнри ачасем «Кушакпа шăши» вăйă вылярĕҫ. Çак вăйă ачасене хаваслăх тата савăнăҫ кÿчĕ. Чăваш халăхĕн ача – пăча ытти вăййисене те хаваспах хутшăнчĕҫ вĕсем. Вăйă – кулă кěҫěн ушкăнра чылайччен сÿнмерĕ.