Тěнчере сахалан та икě пин çурă чěлхе. Хăшě вěсенчен чи хитри те çепěççи, илемли те янăравли-ши? Паллах, кашни чěлхе хăйне май илемлě. Чи хитри вара–тăван чěлхе. Анчах та унăн илемне туйма та, курма та пěлмелле.
Чăвашсем – хастар та ěçчен халăх. Шел пулин те юлашки вăхăтра чăвашла калаçакансен шучě çулран-çул чакса пырать. «Чěлхе пěтсен халăх пěтет»,– теççě халăхра.
Тăван чěлхене сыхласа хăварас, чăваш халăхěн истрийěпе культурине çуллě шайра тытас тесе Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě вăтам шкулта кулленех терлě калаçу, уяв иртет. Чăваш чěлхипе литература эрнине халалланă «Савнă çěр–Чăваш çěршывě», кěнеке куравěпе вулавăш ертӳçи Любовь Адюкова паллаштарчě.
Вулавăша çӳрекен хастарсем «Тăван чěлхе – чи хитри» фотоӳкерчěклě коллаж туса калăпларěç. Чăваш енěн паллă çыннисем çинчен пухнă материал, тěрě орнаменчěсемпе эрешсем коллажа тата пуян та илемлěрех сăн-сăпат кӳчěç.
Ăруран ăрăва пирěн халăхăмăр:«Чăваш ятне ан çěрт!»–тесе вěрентнě. Хамăр чěлхене, культурăна, йăла-йěркесене куç пек упрасчě, пуласлăхěшěн тăрашасчě.