Пěрремěш саспаллипе паллашнă вăхăтсем кая юлчěç ěнтě. Сыпăкăн-сыпăкăн çыхăнтарса вулани те унпа пěрлех. Халě çак пěрремěш класра вěренекенсем сасăпа шакăртаттарса вулама та вěренсе çитрěç ěнтě.
Г.Н.Волков ячěллě Аслă Елчěкри вăтам шкула кăçал пуçласа килнисем валли шкулти вулавăшра «Эп вěрентěм вулама» пултарулăх сехечě иртрě. Чăннипе те савăнăçлă самант парнелерě çак уяв ачасене. Пěрремěш класра вěренекен вун икě ача хăйсен ертӳçипе Н.А.Хушкинăпа вулавăша хаваслă кăмăлпа килсе çитрěç. Вулавăш ертӳси Любовь Адюкова пулас вулавçăсене çӳлěксем çинчи тирпейлěн вырнаçнă кěнекесемпе паллаштарнă май вěсене мěнле упраса хăвармалли сěнÿсем те пачě.
Çамрăк вулавçăсем ятарласа хатěрленě ытарлă ыйтусене пěрин хыççăн теприне тупăшсах хуравларěç, сăвăсем каларěç, илемлě юрă шăрантарчěç.
Ачасем вулама вěренсе çитнине шута илсе Любовь Германовна вěсене вулакансен ретне илнине пěлтерсе формуляр уçса библиотекăран пěрремěш кěнеке илме сĕнчě.
«Эп вěрентěм вулама»,- терě кашни ача йăл кулăпа çиçсе.