Шашка тата шахмат вӑййи ӑс-хакӑла ҫирӗплетет

      

  Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě вăтам шкулти вулавăшра кашни тăхтаврах ача-пăча хěвěшет. Кунта тěрлě енлě ыйтупа та килме пулать.  Енчен те çулěксем çинче хăвна кирлě литературăна тупма май пулаймарě пулсан, ăна интернет уçлăхěнчен вулавăш ертӳçи çамăллăнах  уçласа илсе вулама май туса парать. Вăрах вăхат вуланă хыççăн, куç çивěчлěхне тата ывăннине ирттерсе ярас тěлěшпе кунтах шашка тата шахмат ваййине выляса киленме май пурри çинчен те пěлтерет вăл.

      «Шашка тата шахмат вăййи ěлěк-авалах пуçланнă. Египетра вăл пирěн эрăчченех, Руçра III-IV ěмěрсенче сарăлнă. Халě çак ваййа пěтěм тěнчипех выляççě», тесе палăртать Любовь Адюкова.

    Хăш та пěр шкулсенче шашка тата шахмат вăййине программăна кěртни те ачасене савăнтарать. Вăл çынна логикăлла шухăшлама, анализсем тума, вăраха пыракан  вăйăра ăстăн çивěчлěхне кăтартма вěрентет. Çак фигурăсене куçарнинче нимěнле вăрттăнлăх та çук пек. Анчах вăййăн çав нимěнпе те палăрман  пайěсенчен тěлěнмелле кăткăс та хитре маневрсем, комбинацисем, этюдсем пула-пула пыраççě. Выляканăн тактикăлла мелсен нумайенлěхне пěлмелле кěрешěвěн хăйне евěрлě планěсене палăртмалла, чылай малараххине курса какламалла, тапăнассине те, хӳтěленессине те лайăх йěркелесе пыма хăнăхмалла. Шашка тата шахмат керешěвěнче чăн-чăн ăсталăх кирлине туйсах ачасем кашни тăхтаврах вулавăша васкаççě.