Çынна ěçне кура хаклаççě
Ваттисен сăмахě.
Г.Н.Волковăн ĕçĕ-хĕлĕ нумай енлĕ. Вăл – аслă вĕрентекен, писатель, ученăй, шухăшлавçă, публицист, куçаруçă, критик, академик, этнопедагог. Унăн пархатарлă ĕçне паян чăвашсемпе вырăссем çеç мар, ытти нумай-нумай халăхсем пысăка хурса хаклаççĕ. Калмăксемпе узбексем, кăркăссемпе таджиксем, якутсемпе поляксем, нимĕçсем. Чехословакире, Болгарире тата ытти чылай çĕршывсенче унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕлеççĕ, пурнăçра усă кураççĕ..
Паянхи çамрăксен шайĕпе, вĕсен куçĕпе пăхссăн та академикăн вĕрентĕвĕнчен темěн çěннине те илме пулать.
Юпа уйăхěн 31- мěшěнче чи сумлă та хисеплě çыннăмар Геннадий Никандрович Волков пурăннă пулсан 91 çул тултарнă пулěччě. Вăл ачасемшěн те çитеннисемшěн те тěслěх вырăнěнче пулнă. Ăсчахăмăр çырса хăварнă кашни сăмахě ваттине те вěттине те тарăн шухăша ярать. Унăн калавĕсем çитĕнекен ăрăва ăс парас, вĕсене тÿрĕ те ырă чунлă пулма вĕрентессипе палăрса тăраççĕ. Çакна кашни вулакан патне илсе çитерес тесе, Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě вăтам шкулти вулавăшра ăсчахăмăрăн çуралнă кунне халалланă «Атьăр пěрле вулар-ха» ятпа вулав сехечě иртрě.
Г.Н.Волков калавĕсем çитĕнекен ăрăва ăс парас, вĕсене тÿрĕ те ырă чунлă пулма вĕрентессипе палăрса тăраççĕ. Çавăн пекех ашшĕ-амăшне, ватăсене хисеплесси, пурнăçра аслисем вĕрентнине тимлесси, кил-йышпа лайăх пурăнасси, тÿрĕ чунлă пулма хăнăхтарасси, ĕçе, тăван халăха, тăван чĕлхене юратасси çинчен калани малти вырăнта. Кашни калавĕнчех Г.Н.Волков çамрăксене ваттисен сăмахĕ урлă ăса вĕрентсе калать.
Геннадий Никандрович пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Апла пулсан та унăн сăнарĕ халăх асăнче яланах упранĕ. Эпир унăн вĕрентĕвне тĕпе хурса ачасене вăл хушнă пек тÿрĕ чунлă, ăслă, сăпайлă, Тăван çĕршыва, тăван чĕлхене юратма, хаклама, аслисене хисеплеме вĕрентсе пырăпăр. Унăн пил сăмахĕсем пире малашне те ĕçлеме вăй-хал парса тăрĕç.