Тěнчене тасатрě ирěк вут- кăварě,
Çут тěнче çуталчě, иртрě авалхи.
Тěттěмě тěп пулчě, мăшкăл иртсе кайрě –
Тин ирěке тухрăн, тěп чăваш чěлхи!
Çеçпěл Мишши
Урок–вěренӳ ěçěн тěп форми. Ăна тěрлě майлă ирттерме пулать. Уроксене яланах пěр евěр ирттерни ачасене йăлăхтарать, вěсен хавхаланулăхě сӳнет, вěренес кăмăлě те çухалать. Çакна шута илсе Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулта литература предметне вěрентекен, Любовь Адюкова 7- мěш класра вěренекенсемпе тăван литература урокне хăйнеевěрлěрех ирттерчě.
1970 çулта А. Довженко ячěллě киностудии чăваш литературин çутă çалтăрěн пурнăç çулě çинчен «Çеçпěл» илемлě фильм ӳкернě. Хальхи çитěнекен çамрăк ăрушăн кунти сăнарсенчен тěслěх илмелли пурах. Çеçпěл пултарулăхěн хакě вара – унăн тěрěслěхěнче. «Эпě ывăнса ӳксен, эсир ман урлă каçса малалла утăр. Малта – хěвел»,– тенě 22 çул çеç пурăннă чăваш поэчĕ, Çеçпĕл Мишши. Унăн пурнăçěнчи чи çутă та савăнăçлă кунĕсем Теччĕ тата Шупашкар хулисемпе çыханнă. Унта вăл литература енěпе нумай ěсленě.
Поэтăмăр çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа Мускав режиссерě Виталий Баев Шупашкарта çак фильма тепěр хут çěнетсе ӳкернě. Çак кинофильм куракансене çыравçăн пурнăçěпе ěç-хěлне, ун тěнчине кěме, тата унăн саввисене ăнланма пулăшать.