Çынна мĕн авалтанпах çунатлă та хумхануллă ĕмĕт – сывлăша çĕкленсе пĕлĕтсенчен те çӳллĕрех тӳпене вĕçсе çитесси – хавхалантарнă. Тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ çынсенчен пĕри вара – мухтавлă халăхăмăрăн паттăр ывăлĕ Андриян Григорьевич Николаев пулнă.
Чăваш космонавчĕ çуралнăранпа 89 çул çитнине халалласа Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти 3-мĕш класра «Шуршăл каччи – космос паттăрĕ» калаçу иртрĕ. Вĕренекенсем чăваш кăйкăрĕн кун-çулĕпе паллашрĕç, виртуаллă майпа Шуршăлти космонавтика музейĕнче пулса курчĕç.
Пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн, Андриян Николаев чӑннипех те чӑн-чӑн ҫӑлтӑр. Унӑн ячӗ нихӑҫан та манӑҫмӗ, вӑл ҫутнӑ ҫӑлтӑр нихӑҫан та сӳнмӗ.