Марфа Дмитриевна Трубина çуралнăранпа авăн уйăхěн 2- мěшěнче 130 çул çитрě. Ĕмěрне шкулта ěçлесе ирттернěскер, вăл ачасем валли чылай юмах, калав, повесть, пьеса çырнă. Литература ěçне вăл XX ěмěрěн 20 çулěсен пуçламăшěнче кӳлěннě. «Унăн пултарулăхěн курăмлă енěсенчен пěри вăл- вулакана пурнăçа ăнланма, ěçе хăнăхма, ырă çын пулса ӳсме вěрентесси», - тесе палăртрě вулавăш ертӳçи, Адюкова Л.Г. Писателěн кун çулěпе тата унăн кěнекисемпе паллаштарнă май, унăн ăса верентекен кěнекисене вуласа, çěршыва юрахлă çынсем пулса ӳсме хавхалантарчě, çакăн евер кěнекесене тата та ытларах вулама сěнсе хăварчě.
Ача-пăча литературин никěсне хывас тата аталантарас тěлěшпе те Трубина Марфи нумай вăй хунă. Шкул программине кěртнě «Шěшкě» юмаха паян Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě пěтěмěшле пěлу паракан вăтам шкулта ăс пухакан 4-мěш класс ачисем вуласа тишкерчěç. Класс ертӳçи Ласточкина Т.Н. хайлаври сăнарсем ачасене ырăпа усала уйăрма вěрентнине палăртрě. Унта кěркунне мăйăр татма пынă ачасем шěшке хуçса ватса пěтерни пирки, унăн хуйхи-суйхи çинчен юмахри пек çырнă.
«Мăнтаррăн шěшкийě! Епле чăтнă-ши вăл çав асапа? Пăхсан, халě хěрхенес килет»,- çапла чуна пыса тивмелле пуçласа янă юмаха Марфа Трубина. Шухăшлама вěрентекен юмах хăйне евěр вěçленет. «Эсě çав этем ачисене кала-ха, тархаслатăп сана: шěшкě тěмне ватсан унăн майăрě пулмасть те. Вара вěсем йываç-курăка питех ватмěç-и тен?»
Çыравçă «Шěшкě» калав урлă çут çанталăка упрама, унăн ырлахěшěн тарăшма верентсе каланине лайах ăнланчěç ачасем.