Ҫамрӑк ӑрӑва тӑван чӗлхе пуянлӑхӗпе, унӑн йӑли-йӗркипе паллаштарас, тӑван чӗлхене юратма, хисеплеме вӗрентес тӗллевпе ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пирĕн «Березка» ача садĕнче «Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи» уявӗ иртрӗ. Илемлӗ чӑваш кӗписене тӑхӑннӑ шӑпӑрлансем хӑйсен хаваслӑ юрри-ташшисемпе куракансене савӑнтарчĕç. Чӑваш чӗлхи епле пуян, илемлӗ, асамлӑ пулнине ҫирӗплетсе хӑйсен янӑравлӑ юррисемпе тата чăваш вăūисемпе уява пуянлатрĕç.