Шкулсенче халě Чăваш чěлхи кунне уявласси йăлана кěнě. Çак уяв аслă вěрентекенěмěр И.Я.Яковлев çуралнă кунěпе пěр килет. Уяв – пысăк пěлтерěшлě ěç, ăна лайăх хатěрленсе ирттерме нумай вăй хумалла. Ку тěлěшпе Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě вăтам шкулта çак уява кашни çулах тěплěн хатěрленсе ирттерме тăрăшаççě. Ачасемпе пěрле вěрентекенсем те хастар хутшăнаççě. Çапла майпа пěрле ěçлесен çеç уявсем çулти шайра иртеççě.
Ака уйăхěн 25 – мěшěнче Ăсчахăмăр 170 çул тултарнине халалласа ялти культура керменěнче литературăпа музыка композицийě иртрě. Çамрăк артистсем И.Яковлевăн ачалăхěнчен пуçласа мăн çулě таранах калăпласа сăнарлама пултарчěç. Куракансене уйрăмах Вěрентекенěмěр сăнарне вылякан Даниил Петров килěшрě. Чернова Виктория Иван амăш сăнарěпе куракансене тыткăнлама пултарчě. Çапла вара куракансем сцена çинче пулса иртнине чун витěр кăларса йышăнчěç. Уяв пурин кăмăлне те тивěçтерчě.