Çак кунсенче Николай Петрович Петров (Николай Ишентей) çуралнăранпа 65 çул çитрě. Вăл Чăваш Республикинчи Çěрпӳ районне кěрекен Тури Шурçырма ялěнче çуралса ӳснě. Литературăпа мěн ачаранпах туслăскер паянхи кун та вăл ачасем валли питě нумай çырать.
Тăван тавралăх илемне туйма, туслă пулма ачаранах вĕренмелле тенине тăтăшах илтме пулать. Çак шухăша вара илемлĕ ӳкерчĕксемпе пуян Николай Ишентейěн кашни кěнеки çирěплетсе пама пултарать .
Чăваш кĕнеке издательствинче унăн темиçе кěнеке те пичетленсе тухнă. Тěслěх вырăнне «Ырă ěçсен команди» калавсен пуххинех илер. Кунти сăнарсем урлă автор ачасене тěрěс-тěкел çитěнтересси çине пусăм тавать.Унăн геройěсем те ěçпе ӳкенӳ урлă чунпа тасалаççě, çěнěрен çěкленме вăй-хăват тупаççě. Çак кěнеке 1500 экземпляр таранах пичетленсе тухма пултарнă. Николай Ишентейěн пултарулăхне ачасем аван пĕлеççĕ. Тĕрлĕ çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче унăн кěнекисем «Ташлакан купăс» (2006), «Чарусăр мечěк» (2008), «Хаваслă кăлтăрмач» (2009), тата ыт.те пичетленсе тухнă. Тăватă кěнеки республикăра иртекен «Çулталăк кěнеки» конкурсра та мала тухма пултарнă.
Сăвăçăн чылай кĕнекисене икĕ чĕлхепе - чăвашла тата вырăсла - хатĕрленĕ. Чăвашла та, вырăсла та вĕсем сăнарлă, тулли ӳкерчĕк пек уçăмлă, асра юлаççĕ, çавăнпа вĕсене вулама та, астуса юлма та çăмăл.
Николай Ишентейěн хайлавěсемпе сăввисем тарăн шухăшлă пулнине эпир паян вулавăшра тепěр хут вуласа ěненме пултартăмăр. Кĕнекисене уçса пынă май вулавăш ертӳçи Любовь Адюкова çамрăк вулавçăсене тĕрлĕ сăнарсемпе паллаштарсах пычě. Паян вуланă хайлавсем воспитани тěллевěсене те тěрес те тухăçлă пурнăçласа пыма пулăшěç тесе палăртас килет.