ЧĂВАШСЕНЕ ÇУТТА КĂЛАРАКАНĔ

Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулти вулавăшра чăваш Улăпĕ, тăван халăхăмăра çутта кăларакан И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа “ЧĂВАШСЕНЕ ÇУТТА КĂЛАРАКАНĔ ” ятлă кĕнекесен выставкине йĕркеленĕ. Кунта, паллах, Иван Яковлевăн чи сумлă кĕнекисем: «Çитĕннĕ вăхăт», «Сармантей», «Вилнĕ чĕпĕ чĕрĕлни», «Ача-пăча калавĕсем», «Уçăлма тухнă шăши çури» тата ыттисем те. Вĕсен хушшинче виçĕ чĕлхепе — чăвашла, вырăсла, акăлчанла — пичетленсе тухнисем те пур. Вĕсене вулама та, астуса юлма та çăмăл. Кăларăмĕсем илемлĕ, илĕртÿллĕ те. И. Яковлев (1848-1930) — революцичченхи Раççейри культурăпа вĕренỹ тытăмĕнче палăрнă паллă çынсенчен пĕри, талантлă педагог, ученăй, шухăшлавçă, çыравçă. Унăн пĕтĕм кун-çулĕ тăван халăха çутта кăларас, тивĕçлĕ пĕлỹ парас ĕçпе çыхăннă. Иван Яковлевич мĕн пур вăйне наци интеллигенцине çитĕнтерес, культурăна аталантарас, чăвашсен нацин харпăр хăй ăнланулăхне ỹстерес çĕре янă.

 

Сăнÿкерчĕксем