Мěн авалтанах чăваш халăхě Раççейри ытти халăхсем пекех йăлана кěнě уявсем çине пысăк тимлěх уйăрса, вěсене çӳлти шайра ирттерме тăрăшнă. Çěнě çул уявěсем кěрлесе иртнě хыççăн кăрлач уйăхěнчи ытти хěллехи уявсем пуçланнă. Чи асра юлакан уявсенчен пěри Сурхурипе Кăшарни уявě пулнă. Уявсем тěрлě çěрте тěрлěрен иртнě. Ĕлěкхи вăхăтра мыскараллă тумланнă çветкесем урам тăрăх чупнă, çамрăксем юрласа-ташласа савăннă, юмăç янă. Уявăн юлашки кунěнче, Кăшарнинче, çветкесем хăйсем çумне çыпăçăннă усалсенчен тасалас тесе вакра шыва кěмелле е мунчара çăвăнмалла пулнă.
Чăваш йăли-йěркисем манăçа ан тухччěр тесе Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě вăтам шкулти вулавăш ертӳçи те сахал мар тимлěх уйăрать çак уявсем çине. Кăрлач уйăхěн 19 –мěшěнче кěçěн класри ачасем яланхи пекех вулавăша пуçтарăнчěç. Любовь Адюкова чи малтанах ятарласа хатěрленě «Тěн çинчен ачасем валли» кěнеке выставкипе паллаштарчě те ачасене çавра сěтел хушшине вырнаçма сěнчě. Малаллахи калаçу вара Чăн Тěн букварě çинчи Кăшарни уявě çине куçрě. Ачасем вулавăш ертӳçин калаçăвне тимленě май хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене те сахал мар пачěç. Шкулти ОПК предметне вěрентекен Татьяна Николаевна Ласточкина çак уяври асамлă шыв çинчен нумай çěннине пěлтресе çак шыва тутанса пăхма сěнчě. Шыва тутанса пăхнă май Кăшарни шывě куллен ěçекен шывран сиплěрех те тутлăрах пулнине палăртма пултарчěç вěсем.