Çěнě Çул çинчен – сăвăсем

Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě пěтěмěшле пěлÿ паракан вăтам шкулта «Çěнě çул» темăпа сăвă çыракансен конкурсě иртнě. Унта 27 вěренекен хутшăннă.

Пуян содержаниллě, сăвă виçине пăхăнса çырнă хайлавсем сахал мар. Вěсенчи кашни авторăн хăйěн шухăшлавě, тěнче курăмě палăрать.

Хаклав ушкăнě Александра Матвеева (5 класс), Анна Кантеева (7 класс), Елена Печкова (10 класс) ěçěсене уйрăмах пысăк хак панă. Вěсене Хисеп хучěсемпе тата чăваш эстрада юрăçисен магнитоальбомěсемпе чысланă.