«Чи нумай вулакан класс», «Чи нумай вулакан ача» тата «Чи нумай вулакан вěрентекен» конкурс пěтемлетěвě.

«Кěнеке – пěлӳ çăлкуçě», – тенě вырăссен паллă писателě М.Горький. Кěнеке пире пурнăçа вěренме, ěçлеме пулăшать, çыннăн тавракурăмне пуянлатать, пěченлěхпе тунсăха сирет. Алăри кěнекене уçнăçемěн темěнле асамлăха кěрсе ӳкнě евěрех туятăн  хăвна.

       Кашни çулах, çулталăк вěçěнче Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě вăтам шкулти вулавăшра «Чи нумай вулакан класс», «Чи нумай вулакан ача» тата «Чи нумай вулакан вěрентекен» конкурса пěтěмлетесси йăлана кěнě. Унăн тĕп тĕллевĕачасене кĕнекепе туслаштарасси, паллăрах çыравçăсен кĕнекисене халăх хушшинче сарасси. Чи нумай кӗнеке вулакана тупса палӑртас тӗллевпе вулавăшри активистсемпе пěрле вулакансен формулярěсене тишкертěмěр.   Кăçалхи çул çӗнтерӳҫӗсене  тěрлě ушкӑна уйăрнă май çапларах кăтартусем пулчěç: 7–14 ҫулсенчисен йышӗнче 3-мӗш класс вӗренекенӗ Анастасия Соколова палӑрчě. 15–17 ҫулсенчисен ушкӑнӗнче 9-мӗш класра вěренекен Патшина Анна пулчě. Вěрентекенсен йышӗнче 2-мěш класс ертӳçи Лариса Николаевна Егоркина чи нумай кенеке вулама юратни палăрчě.

 Ачасем халě  ытларах компьютер, телевизор умěнче ларма кăмăллаççě  пулин те вěсем хушшинче те кěнеке вулама юратакансем пурах çав. Вулавăш ертӳçи пулнă май шанасах тăратăп, йытă çулěнче те вěсем хайсен юлташěсене кěнекепе туслашма сěнěç, вулав çуртне çӳреме те йыхравлěç. 

 

Сăнÿкерчĕксем