Урок–вěренў ěçěн тěп форми. Ăна тěрлě майлă ирттерме пулать. Пурнăç аталаннă май юлашки вăхатра вěренў ěçěнче те чылай палăрмалла улшăнусем пулса иртеççě. Çакна тěпе хурса вěрентекенсен хальхи пурнăç ыйтнă пек пěр утăм маларах пыма тивет. Вěрентўçěн вара кашни урок тухăçлă пултăр тесе тăрашмалла, яланах çěннине шырамалла, пултаруллă ěçлекенсен опычěпе, тěрлě меслсемпе усă курса, творчествăлла ěçлемелле. Уроксене яланах пěр евěр ирттерни ачасене йăлăхтарать паллах, вěсен хавхалануллăхě те сўнет, вěренес камăлě те çухалать.
Çакна шута илсе тата литературăна вěрентес ěçе ăнăçлăрах пурнăçласа пырас тесе Аслă Елчěкри Г.Н.Волков ячěллě вăтам шкулта чăваш литературине вěрентекен Любовь Германовна Адюкова 6- мěш класра Иван Ахратăн «Юрлакан кěленчесем» темăпа йăлана кěмен «çěнěлле йеркеленě урок» ирттерчě. Урок çěнěлěхпе тата хăйнеевěрлěхпе уйрăлса тăни те ачасене урок тăршшепех хавхалантарчě. Çакăн йышши урок вěренекенсен ăс-тăнне тата вулас тимлěхне те ўстерет.