Ǎсчах юбилейне халалласа – сочинении

Геннадий Никандрович Волков хǎйĕн пĕтĕм ǎслǎлǎх ĕçĕнче, кĕнекинче Тǎван çĕр-шыв, çемье, анне, сǎпайлǎх, ĕçченлĕх пĕлтерĕшĕсене тĕпе хунǎ. Вĕсем урлǎ паян та кашнине çынлǎха хаклама вĕрентет.

Чÿк уйǎхĕнче Аслǎ Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулта «Пурнǎç илемĕ» ятпа сочинени конкурсĕ иртнĕ. Ǎна паллǎ академик çуралнǎранпа 90 çул çитнине халалланǎ. Хайлав çырас тупǎшǎва 43 вĕренекен хутшǎннǎ. Вĕсем хǎйсен ĕçĕсене шǎпах çÿлерех асǎннǎ ǎнлавсемпе çыхǎнтарнǎ. Çавǎн пекех пĕр-пĕрне хисеплемеллине, ваттисене сума сумаллине, чун-кǎмǎлпа таса пулмаллине палǎртнǎ.

Хаклав ушкǎнĕ уйрǎмах Убасев Кирилл, Филимонов Дмитрий, Кантеев Егор, Мартынова Дария (5 класс), Егоркина Марина (8 класс), Мохова Дария (9 класс), Моисеева Ольга (10 класс) çырнǎ сочиненисене пысǎк хак панǎ.