Ачасене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса илеме курма вĕрентесси - кашнин тивĕçĕ. Ахальтен мар Г.Н.Волков та хăйĕн каларăшĕнче:»Ывăл-хĕрне япала çинчен мар, ĕç çинчен шухăшлама вĕрент»,-тенĕ.Çакна тĕпе хурса Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 2017 çулхи чÿк уйăхĕн 22- мĕшĕнче ашшĕ-амăшĕн тата ачасен ал ăсталăх куравĕ уçăлчĕ. Ăна Чăваш Енри амăшĕпе ашшĕн çулталăкне тата Г.Н.Волков 90 çул тултарнине халалланă.
Ăстасем тĕрлĕ ĕç тăратнă: çипрен çыхнă хатĕрсем, тĕрĕ-эреш, сăрă ĕçĕ , йывăçран касса тунă кÿлепесем куракансене тыткăнларĕç. Шкул администрацийĕ чи лайăх ĕçсемшĕн Н.Афанасьевăна, Н.Катайкинăна, О.Агеевăна, В.Кантеевăна, З.Патшинăна, Р.Долговăна, Э.Молоствовăна тав хучĕсем парса чысларĕ.