Геннадий Никандрович Волков çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă «Хавхалану» пултарулăх фестивалĕ

 

      Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Раççей вĕренÿ академийĕн академикĕ, этнопедагог Геннадий Никандрович Волков çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă «Хавхалану» пултарулăх фестивалĕ ирттерчĕ. Фестиваль Шупашкар хулин Г.Н. Волков ячĕллĕ 62-мĕш вăтам шкулĕнче иртрĕ.

     Фестиваль тĕллевĕ шкул ачисене тата педагогсене Раççĕй Федерацийĕн  сумлă академикĕн Геннадий Никандрович Волковăн ĕçĕ-хĕлне тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарасси; чăвашсен паллă педагогĕн  кун-çулĕпе ĕçне-хĕлне лайăх пĕлекен ачасене тупса палăртасси, вĕсене ăмăртăва анлăрах явăçтарасси; шкул ачисен чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне, шырав меслечĕпе ăсталăхне ÿстерме пулăшасси пулчĕ.

    Фестиваль конкурс авăн уйăхĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕччен пычĕ. Пултарулăх ăмăртăвне Чăваш Республикин шкулĕсенче вĕренекен 288 ача, 22 ача ушкăнĕ тата 81 педагог хутшăнчĕ.Çак ачасен хушшинче пирĕн шкулта ăс пухакан Мешков Егор 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Унăн ертӳçи вара Любовь Германовна Адюкова чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ сумлă 1-мĕш вырăна тухрĕ. Саламлатпăр!!!