Елчĕк район историйĕ питĕ пуян. Тăван енĕн сумлă 90 çулхи юбилейне Елчĕк халăхĕ тĕплĕн хатĕрленни куçкĕретех. Çакна тĕп лапам хăйĕн унчченхи сăнне тĕпрен çĕнетсе ылмаштарнинчен те курма пулать.
Илеме ăна куçпа анчах мар, чунпа та туйма пĕлмелле-çке. Çамрăк ăру çак илеме туйса, курса ÿсчĕр тесе аслă ăрури çынсен, уйрăмах вĕрентекенсен питĕ нумай тăрăшмалла.
Çакна шута илсе Аслă Елчĕкри вулавăш ĕçне хастар хутшăнакан ачасен пĕр ушкăнĕ ырă ĕçсен пирвайхи утăмне турĕ. Вулавăш ертÿçи тата ашшĕ-амăш пулăшнипе вĕсем мухтавлă Тăван ен илемĕпе паллашас тĕллевпе çул çÿреве тухрĕç. Пĕрремĕш чарăну Тĕп лапамра пулчĕ. Кунта курса тĕлĕнмелли пайтах пулчĕ вĕсемшĕн. Халь анчах хăпартса лартнă ĕлĕкхи шыварманĕнчен пуçласа тĕрлĕ техникă таранах паллашма пулать лапамра. Кунтах мухтавлă ентешсен палăкĕсем, ĕçпе пиçĕхнĕ çынсен сăнÿкерчĕкĕсем. Таçтан аякран курăнса тăракан Кĕлпике карети юмах тĕнчинех илсе çитерчĕ ачасене.
Чăн та, мĕн кăна курса тĕлĕнмелли çук кунта! Чăн-чăн уçă пĕлĕт айĕнчи музей тейĕн Тĕп лапама. Кунта паллашмалли те, килен каян хăнасене кăтартмалли те пайтах.
Илемлĕх яланлăхах асра юлтăр тесе, ачасем çакăнта ÿкерĕннĕ сăнÿкерчекскенчен фотоколлаж туса хаçат калăпларĕç. Çак илемпе хăйсем анчах мăнçланмарĕç вĕсем, вулавăша çÿрекен ытти ачасене те хăпартлансах паллаштарчĕç.