Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул коллективĕ тăван тавралăха упрас, тирпей-илем кĕртес ĕçе хастар хутшăнать.
2017 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче вĕрентекенсемпе ачасен пĕр ушкăнĕ чылай çул каялла шефа илнĕ объектра тăрăшрĕç: Геннадий Волков академик çуралнă кил-хуçалăх таврашне çÿп-çапран, хăрнă йывăç-туратран тасатрĕç, решеткесене улăштарчĕç.