Чăваш чĕлхипе литература эрнин пĕтĕмлетĕвĕ

     Чăваш чĕлхи кунне халалласа ака уйăхĕн 20-мĕшенче Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Тăван чĕлхем-таса хĕлхем» литературăпа музыка уявĕ тата сăпайлăх кунĕ пулса иртрĕ. Çак кун шкулта вĕренекенсем те вĕрентекенсем  те капăр чăваш тумĕпе килчĕç. Уроксене те вĕрентекенсем чăвашла иртерчĕç.

  Уроксем хыççăн ачасем сăвă-юрăпа савăнтарчĕç.Тăван чĕлхене упрама, юратма хистекен сăвăсене ачасем илемлĕн вуларĕç.

   «Тăван чĕлхе- халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе – халăхан сумлă та телейлĕ малашлăхĕ» каларăша яланах асра тытасчĕ.

 

Сăнÿкерчĕксем