Чăваш чĕлхин эрнелĕхĕ

Пирĕн «Берёзка» ача садĕнче ака уйăхĕн 20-26 мĕшĕнче чăваш чĕлхин эрнелĕхĕ иртрĕ. Кашни кун хăйне евĕр пулчĕ.

Чи малтанах воспитательсем аслă ушкăнри ачасене чăваш халăхĕн просветитĕлĕн И.Я. Яковлевăн пурнăҫĕпе тата ĕҫĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕҫ. Вăл ҫырса хăварнă халалсен тĕп шухăшне ачасене ăнлантарса пачĕҫ.

Тепĕр самант вăл ачасем патне хăнана асаттепе асанне килни. Вĕсем ачасене ĕлĕкхи чăваш вăййисемпе паллаштарчĕҫ. Ачасем хаваспах вăйăсенче хутшăнчĕҫ, хăйсен ҫивĕчлĕхне, вăр-варлăхне кăтартрĕҫ.

Сăвă конкурсĕ те хаваслă иртрĕ. Арина К. вара пуринчен те пултарулли пулчĕ.

Кĕҫĕн ушкăнри ачасем те аслисемпе пĕрлех пулчĕҫ. Хăйсем мĕн пĕлнине кăтартма тăрăшрĕҫ.

Саппунсемпе кĕпесене илемлетсе ача садĕнче пĕчĕк ҫеҫ выставка йĕркеленчĕ. Чăваш орнамĕчĕсемпе усă курса ачасем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕҫ.

Сăн ӳкĕрчĕксем