Чăваш чĕлхипе литература эрнин пиллĕкмĕш кунĕ Г.Н.Волков кĕнеки тăрăх ирттернĕ вулав конверенцийĕ

Уроксем хыççăн  кĕнеке вулама юратакансем  шкулти вулавăша пуçтарăнчĕç. Кунта паян чăваш чĕлхи эрнин программинчи тепĕр мероприяти – вулав конференцийĕ иртет. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Любовь Адюкова тата кĕçĕн классене вĕрентекен Надежда Хушкина йĕркелесе ертсе пынипе вĕренекенсем «Кил илемĕ» кĕнекере  пичетленсе тухнă  калавсемпе паллашрĕç, сÿтсе яврĕç. Калавсене чăн пулнă евĕр çырса кăтартнă пекех туйăнать. 3 –мĕш класра вĕренекен  Мария Адюковăпа Данил Патшин  хăйсене килĕшнĕ калавăн  содержанийĕпе ытти ачасене паллаштарчĕç. Вулав конференцине хутшăннă кашни ачах хăй шухăшне палăртма пултарчĕ. Уйрăмах Дарья Патшина, Анастасия Соколова,  Анастасия Горшкова тухса калаçнине итлеме кăмăллă пулчĕ.

 

Сăнÿкерчĕксем