Чăваш чĕлхипе литература эрнин тăваттăмĕш кунĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017»

    Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче  Аслă Елчĕкри Г.Н. Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта  «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акци иртрĕ.  Унăн тĕп тĕллевĕ чăваш чĕлхине юратма,  хисеплеме  вĕрентесси.

        Çак акцие Аттепе Анне çулталăкне тата  Чăваш чĕлхи кунне халалланă.   Пирĕн шкулти вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те çак акцие хастар хутшăнчĕç. Хамăр ентешĕн  Г.Н Волковăн  «Ăслă ача» хайлавĕнчи сыпăк кашни диктант çыраканах килĕшнĕ.

    Халĕ диктанта мĕнле çырнине хакласса  чăтăмсăррăн кĕтетпĕр.