Чăваш чĕлхипе литература эрнин иккĕмĕш кунĕ

    Эрнен иккĕмĕш кунĕнче Елчĕк районĕ 90 çул тултарнине  тата  Амăшĕпе  Ашшĕн  çулталăкне халалланă мероприятисем иртрĕç. Любовь Адюкова  «Елчĕк районĕн паллă çыннисем» энциклопедипе паллаштарнă май, хамăр Аслă Елчĕк ялĕнчен тухнă паллă çынсем çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлес текенсене вулавăшра упранакан хаçат-журналта пичетленнĕ статьясенчен пуçтарса  хатĕрленĕ  альбома илсе вулама сĕнчĕ.

    Паян та ачасем уроксем хыççăн киле кайма васкамарĕç. Вĕсем килте хăйсем алă вĕççĕн хатĕрленĕ пĕчĕк хаçатра  амăшĕпе  ашшĕне мĕнлерех юратнине, хисепленине çутатса пама пултарчĕç.Кашни вĕренекен хăйĕн ĕçне класс умĕнче ашшĕ амăшĕпе мухтанса та хавхаланса  хÿтĕлеме  пултарчĕ.

    Ачасем вĕрентекенпе чĕвĕлтетсе ыранхи кун валли «Эпĕ чăвашла калаçатăп» интернет уçлăхенче  иртекен  #хэштег#  акцине те хастар хутшăнассине палăртса килелле саланчĕç.

Сăнÿкерчĕксем