2017- мĕш çул çĕршывра Экологи, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа, вулавăша кашни ачанах явăçтарас тесе Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта кăçал пуçласа шкула килнĕ ачасемпе "Эпир пулас вулавçăсем" пултарулăх сехечĕ иртрĕ. Капăр чăваш тумĕ тăхăннă ачасем сĕтел хушшине шăппăн вырнаçнă хыççăн вулавăш ертÿçи Л.Адюкова вĕсене вулавăшра хăйсене мĕнле тытмалли йĕркепе тата харкам хăйне килĕшнĕ кĕнекене мĕнле тата ăçтан суйласа илмеллине ăнлантарса пачĕ. Малалла вулавăш ертÿçи Елчĕк районĕн тата Г.Н.Волковăн сумлă 90 çулхи юбилейĕсем çитнине палăртса, вулавăшри нумай çул хушши типтерлĕ упранакан сăнÿкерчĕксемпе паллаштарчĕ. Ачасен пĕлĕвне çирĕплетес тата вĕсен тавра курăмне анлăлатас тĕллевпе Любовь Германовна ачасене Экологи тата Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă кĕске те кăсăкла ыйтусем парса хавхалантарчĕ. Панă ыйтусем çине шăпăрлансем пĕрин хыççăн тепри тупăшсах хуравларĕç. Уява пулас вулавçăсем класс ертÿçи Лариса Николаевна Егоркина тăрăшнипе хатĕрленĕ илемлĕ сăвă-юрăпа тата ташăпа пуянлатрĕç. Ачасем вулама пĕлнине шута илсе, вулавăш ертÿçи вĕсене вулакансен ретне илнине пĕлтерчĕ те формулярсем уçса пĕрремĕш кĕнеке илме сĕнчĕ. Асăнмалăх пĕчĕк парне парса саламларĕ. Уяв пурин кăмăлне те çĕклерĕ.