Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче, шăматкун, Чăваш Республикин наци вулавăшĕнче Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă «Хастарлăх çăлкуçĕ» видеосăвăсен конкурсĕнче мала тухнисене чысларĕç. Çĕнтерÿçĕсен умĕнче сăмах калакансен йышĕнче вĕренÿ министрĕ Юрий Исаев, Петĕр Хусанкай ывăлĕ Атнер Хусанкай, «Сувар» хаçат редакторĕ Константин Малышев, Чăваш халăх сайчĕн тĕп администраторĕ Николай (Аçтахар) Плотников, YouTube-ри «Шкул ТВ» канал йĕркелÿçи Владимир Андреев, «Сувар ТВ» йĕркелÿçи Ултиар Цыпленков тата ыттисем пулчĕç.
Маларах систернĕ пекех хăшĕ миçемĕш вырăна тухнине чыславра кăна пĕлтерчĕç. «Хастарлăх çăлкуçĕ» ăмăртăва сахал мар ĕç ярса панине шута илсе хаклав ĕçне икĕ тапхăра пайланă. 1-мĕш тапхăрта кашни ушкăнра чи лайăх 10 ĕçе суйланă, 2-мĕш тапхăрта вара çав 10 ĕçрен чи лайăххисене суйласа çĕнтерÿçĕсене палăртнă.Çак йышра Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 3- мĕш класра вĕренекен Мария Адюкова 2 -мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Ертÿçи Хушкина Надежда Аркадьевна. Машăна малашне те ăнăçусем сунатпăр, ялнах çапла малтисен ретĕнче пулмалла пултăр. Саламлатпăр!!!