Нарăс уйăхĕн 23- мĕшĕ Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ

    Нарăс уйăхĕн 23- мĕшĕ Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ.Çак уява халалласа шкулсенче тĕрлĕрен уявсем иртеççĕ. Аслă Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем те çак уява  чылай малтан хатĕрленме пуçларĕç. Вĕрентекенсем ертсе пынипе кашни класс пĕринчен тепри уява асра юлмалла ирттерме тăрăшать. 5 мĕш класра вĕренекенсем Л.Г.Адюкова сĕннипе ашшĕсем валли хăйне евĕр проект  хатĕрлесе  саламлама  шутларĕç. Проект темиçе тапхăртан тăрать. Чи малтанхи,  хатĕрленÿ тапхăрĕ, ашшĕсен сăн ÿкерчĕкне тупса илем кĕртесси. Малаллахи тапхăр −Çĕршыв хÿтĕлевçине саламласа илемлĕ сăвă йĕрки шăрçаласси. Пĕтĕмлетÿ тапхăрĕнче вара пуçтарнă материала салам открытка евĕр пĕр çĕре пуçтарса, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашса  ĕçе вĕçне  çитересси пулчĕ.Хатĕр парнесене  ачасем  çакăн пек чун чĕререн тухакан сăмахсем каласа хăйсен юратнă ашшĕсене парнелĕç: «Тавах сана аттеçĕм, вăй-хăватшăн, хастарлăхшĕн, хăюллăхшăн, çирĕплĕхшĕн. Пире тата хамăрăн юратнă çемьене упрама яланах çирĕп сывлăх пултăр санăн».

Сăнÿкерчĕксем