7-мĕш класра ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулса иртрĕ

Кăрлач  уйăхĕн 28-мĕшĕнче Г.Н.Волков ячĕлĕ Аслă Елчĕкри вăтам шкулта 7-мĕш класра ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулса иртрĕ. Пухура тĕрлĕ ыйтусем пăхса  тухнă. Чи малтанах вĕсем Убасев Сергей Витальевич ирттернĕ «Уçă  урокра» пулса ачасен пĕлĕвĕсемпе палашшрĕç. Класс  ертÿçи Н.Хушкина, ачасемпе маларах ирттернĕ анкета  ыйтăвĕсемпе  тата хуравĕсемпе  паллаштарчĕ. Унта ачасем  уроксене мĕнлерех  хатĕрленнине, мĕнле шайра вĕренннине çутатса пачĕ. Надежда Зиновьевна  хуравсене тишкернĕ май ачасем вĕренÿ çине сахалтарах вăхăт уйăрнине палăртрĕ. Ку тĕлĕшпе  ашшĕ-амăшĕсен хăйсен  яваплăхне  ÿстермелине шута илчĕç. Пуху вĕçĕнче тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç.