2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 21 – мĕшĕнче Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕлле пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул коллективĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх Канашне тата чăваш халăхне янă Çырăва сÿтсе явнă.
Çырура паянхи пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ шухăш чылай. Малашне шкул программине çемье этикин урокĕсем кĕртме пăхни, ачасене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен восптани парассине уйрăмах тепĕ хума сĕнни, пултаруллă вĕрентекенсене хавхалантарма палăртни питĕ вырăнлă. Çавăн пекех çырупа чăваш чĕлхине вĕрентессине çыхăннă çивĕч ыйтусене те хускатнă.