Шур сухалсем вĕрентнине ăса хывса, вĕлле хурчĕ пек ĕçлесе тĕнче чапне тивĕçнĕ мухтавлă ентешĕмĕре халалласа, ун ячĕпе хисепленекен Аслă Елчĕкри вăтам шкулта кĕçĕн класра вĕренекенсем шкул музейĕнче пулчĕç. Музей ертÿçи Н.З. Хушкина академикăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Вĕренекенсем музейри экспонатсемпе паллашрĕç. Амăшĕ патне çырнă тарăн шухăшлă çырăвĕсене вуларĕç.
Ун хыççăн вулавăш ертÿçи Любовь Адюкова ентешĕмĕре халалланă буктрейлерпа паллаштарчĕ. Ку ачасемшĕн çĕнĕлех пулчĕ. Çак буктейлер ачасене ваттисене, атте-аннене хисеплеме вĕрентет.
Паллă ентешĕмĕр ĕмĕр-ĕмĕрех пирĕн асра юлĕ. Шкул ачисем ăна Улăп вырăнне хурса хаклаççĕ.